Хисеплĕ ят панă
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2018 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче кăларнă 59-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн механизаторне Петр Анисимович Гаврилова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ", çак пĕрлешĕвĕн водительне Станислав Антипович Сулагаева тата тулли мар яваплă "Исток" çĕр ĕç фирми" пĕрлешĕвĕн конюхне Николай Геннадьевич Касьянова "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.
"Авангард" (газета Батыревского района)