Уяв кунĕнчи парне
"Хальхи вăхăтра хисепри спорт тĕсĕсене аталанма условисем туса памалла",-тенĕччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Çакă уççăн пурнăçа кĕнине пирĕн район пурнăçĕнче те палăртма пулать. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта футболла вылямалли уй (искусственное поле) уçрĕç.
Ачасен савăнăçĕ иксĕлми. "Тахçантанпах кĕтнĕ ĕмĕтĕр пурнăçланчĕ. Çак ĕçе 2017 çулта пуçăнтăмăр. Паянхи уяв кунĕнче хута яма май пулчĕ. Малашне сиртен республика, Раççей чемпионĕсене кĕтетпĕр",- терĕ пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов.
Республикăри спорт министрĕ С. Шелтуков çакнашкал чыс патăрьелсене çитнине ырларĕ. Сергей Сильвестрович искусствăлла витĕмлĕ стадионсем республикăра тата çиччĕ пулнине палăртрĕ. Кăçал Раççейре спорт тĕнчинчи чи паллă пулăм - тĕнчери футбол чемпионачĕ - иртет.
Республикăри футбол федерацийĕн президенчĕ М. Богаратов та ăшă сăмахсем каларĕ, федераци членĕ М. Антонов (пирĕн ентеш, Пăлаçи Атăкра çуралса ỹснĕ) парнесем парса чыс турĕ, районти футбол спорчĕн ветеранĕ Н. Нурсов малашне ачасем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те футбол мечĕкне тапма пултарнине палăртрĕ. Çакнашкал чыс кỹнĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхне, спорт министерствине тав турĕ.
Районти централизациленĕ клуб ĕçченĕсем йĕркеленипе флешмоб иртрĕ. Стадионта пуçласа футбол мечĕкне район администрацийĕн пуçлăхĕпе ытти хăнасем тапрĕç (ỹкерчĕкре). Малалла вăйăсем пуçланчĕç. Тĕп судья, хушма пĕлỹ паракан "Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ _ физкультурăпа спорт комплексĕ "Паттăр" муниципалитетăн" автономи учрежденийĕн директорĕ А. Краснов пурне те ăнăçусем сунчĕ.
Малашне кунта район е республика шайĕнчи ăмăртусемсĕр пуçне ытти пысăк тупăшусене те ирттерме пулать.
Аса илтеретпĕр: "Паттăр" стадиона 2010 çулта уçнă. Футбол уйне реконструкцилеме республика бюджетĕнчен 10 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмĕшле вара 10,5 миллион тенкĕ тăкакланă.
А. АСТРАХАНЦЕВА