Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Унра - тĕрлĕ енлĕ ăсталăх

Ытла та хăвăрт иртеççĕ-çке шкул вăхăчĕсем. Пĕр класран теприне хыçа хăварнине сиссе те юлаймастăн. Кăткăс математика задачисене шутласах, пĕр-пĕр темăпа сочинени çырсах, хими, биологи предмечĕсене шĕкĕлчесех алла аттестат илмелли саманта çитетĕн. Класри ачасемпе вара пĕр çемьери пек туслă пурăнатăн. Юлхавраххисен хăйсен пурнăç çулĕ. Хăшĕ усаллăхне вăрттăнлăхра тытать, хăшĕ чĕмсĕрех юлать тата ытти те. Пĕрле вĕреннĕ В. Белков вара нихăçан та шутламасăр пĕр сăмах та персе ямастчĕ. Çынна пулăшасси малтаччĕ унра. Ăмсанаслăхĕ, кĕвĕçỹлĕхĕ çукчĕ. Çынна тимлĕн итлеме пĕлетчĕ. Çак паха енĕсем унра халĕ те упранаççĕ.

"Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" сумлă ята тивĕçнĕ В. Белков паянхи кун Туçари вăтам шкулта ĕçлет. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренсе алла диплом илнĕ хыççăн вăл Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта чылай вăй хучĕ. Ачасене физика тата математика предмечĕсене вĕрентрĕ. Пĕр вăхăт директорта та ĕçлерĕ.

Туçа ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Валерий Димитриевич. Обществăлла ĕçсенчен нихăçан та пăрăнман вăл. Спорта кăмăллать. Ку енĕпе те çитĕнĕвĕсем çук мар. Волейболла выляссипе вĕрентекенсен республикăри чемпионачĕн призерĕ. Спорт ветеранĕ ял тăрăхĕнчи, ун тулашĕнчи ăмăртусене яланах хастар хутшăннă. В. Бородкин, Р. Сафиуллов, И. Хитров тата ыттисен ячĕпе ирттерекен турнирсенчен пĕринчен те айккине юлман. Çакна юбиляр ячĕпе Кивĕ Ахпỹрт шкул спортзалĕнче ирттернĕ ăмăрту та çирĕплетрĕ. Тус-юлташĕсем кашнийĕ сăмах илсе вăйăсен саманчĕсене аса илчĕç.

Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Углев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. Каргин, ял старости А. Логунов педагог-ветеранăн çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас ĕçĕ вырăнлă пулнине палăртрĕç. Пур енлĕ ăста Валерий Димитриевич. Аллине хут купăс тытса тăсса ярсассăн юрламасăр е ташламасăр никам та тăраймасть. Шкулти класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелесе пыраканскере çакă та пулăшу кỹрет. Календарьпе çыхăннă уявсем пĕри те кĕвĕсĕр иртмеççĕ-çке. Чылай юрра ачасене вăл нота тăрăх вĕрентет.

Мăшăрĕ те педагог унăн. Раиса Всеволодовна ялти шкулта ачасене математика вĕрентет. Вăр-варскер. Çемье тĕп ĕçпе çеç пурăнмасть. Килти хуçалăхра выльăх та, вĕлле хурчĕсем те усраççĕ.

Ашшĕ-амăшĕн çурт никĕсне çирĕп тытаççĕ вĕсем. Аслисен халалне пурнăçлаççĕ. Ăрăва малалла тăсакан ывăлсем çитĕнтерчĕç. Иккĕшне те аслă пĕлỹ илме пулăшрĕç.

Ветерансем хушшинчи спорт ăмăртăвĕсем малашне те В. Белковсăр иртмĕç. Сăлтавĕ те пур. "Тойси" команда членĕсемпе тус-юлташĕсем юбиляра ятарлă футболка парнелерĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 июня 2018
14:20
Поделиться