Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелте – футбол уйĕ

Патăрьел салинчи «Паттăр» спорт комплексĕнче хальхи йышши çĕнĕ футбол уйĕ уçăлнă.

«Вăл футболла выляс енĕпе район шайĕнче кăна мар, республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем ирттерме те май парĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен спортпа туслашма тата ытларах май пулĕ», - тенĕ ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков футбол уйне савăнăçлă лару-тăрура уçнă чухне.

Республикăра хальччен кун йышши 7 стадион хута янă. Патăрьелти - 8-мĕшĕ объекта футболла выляс енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртес умĕн уçни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕĕ Сергей Шелтуков палăртнă тăрăх, çитес вăхăтрах çĕнĕ стадионра Чăваш Ен чемпионачĕ иртĕ. Кăçалхи сезонта унта Патăрьел районĕнчен футболистсен икĕ команди хутшăнĕ. Аса илтеретпĕр, «Паттăр» стадиона 2010 çулта хута янă. Футбол уйне çĕнетме пĕлтĕр республика бюджетĕнчен 10 миллион тенкĕ уйăрнă, пĕтĕмпе 10,5 миллион тенкĕ тăкакланă.



"Хыпар"
05 июня 2018
16:07
Поделиться