Патăрьел районĕ
Турхан-Упамса автоçул юлашки вăхăтра юхăнса çитнĕччĕ. Çынсем ыйтнипе ăна тинех юсама тытăннă. Халĕ шăтăк-путăксене асфальт сарса тикĕслеççĕ. Участокра пĕр бригада, 4 техника ĕçлет. Кунне 25 тонна асфальт хываççĕ. Пурĕ 220-230 тăваткал метр юсамалла. Рабочисем ĕçе вăраха ямасăр вĕçлеме палăртаççĕĕ.
"Хресчен сасси"