Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Майăн 21-мĕшĕ тĕлне районти 30 хуçалăхра тыр-пул акса пĕтернĕ.

Ĕнерхи куна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11458 гектар е палăртнинчен 81,6 процент никĕсе хывнă. Вăл шутран урпа 5269 гектар, çурхи тулă- 4485, сĕлĕ- 1167, пăрçа -319, вика- 188, вăрлăх валли куккурус - 20, хура тул 10 гектар йышăнаççĕ.

Выльăх апачĕ валли куккурус - 80 гектар, сахăр кăшманĕ 390 гектар акнă.

Çĕр улми 683 гектар (41 процент) лартнă.

Кĕрхи çĕртмене 13835 гектар сỹреленĕ, 15437 гектар культиваци тунă. Пĕр çул ỹсекен курăксене - 735, нумай çул çитĕнекеннисене 93 гектар акнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 мая 2018
09:42
Поделиться