Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕсен паттăрлăхне вăхăт ан хуплатăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирĕн пурнăçра тарăн йĕр хăварнă. Кашни çемьенех пырса тивет вăл. Акă, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен  çеç фронта тăшманпа çапăçма 8377 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 6034-шне тăван тăрăха каялла таврăнма тÿр килмен. Вăхăт иртнĕ май çĕршыва çапăçу хирĕнче хÿтĕленĕ тата вăрçă хыççăнхи ишĕлчĕкрен ура çине тăма пулăшнă çынсен шучĕ те чаксах пырать. Паянхи кун районта 24 ветеран çеç пурăнать. Вĕсем те 90 çул урлă каçнă ĕнтĕ.

Аслă Çĕнтерÿ уявне кăçал та, ытти çулсенчи пекех, чыслăн паллă турăмăр. Тĕп мероприятисем район центрĕнче иртрĕç. Чăннипех те лайăх йĕркеленĕ: организаци-учреждени, предприяти, тĕрлĕ обществăлла пĕрлĕхсен колоннисем Мухтав монуменчĕ умне черетпе чечексем хучĕç, пуç тайрĕç…

Анчах ĕмĕр манми уява хăш-пĕр ялта шкул ачисемпе вĕрентекенсем тата культура ĕçченĕсем çеç хутшăнни пăшăрхантарать. Вĕсемсĕр пуçне урăх никам та çуккă-шим? Пĕрер сехете тăсăлакан мероприятие явăçма нивушлĕ вăхăт тупаймастпăр? Е вăтанатпăр-и палăк умĕнче пуç тайма? «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем хушшинче те малашне ачасемпе юнашар аслăраххисене те ытларах курасчĕ.

Районти кашни ялта тенĕ пекех вăрçăран таврăнайман ентешĕмĕрсен ячĕпе палăк лартнă. Çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне панă паттăрсен асăну вырăнĕсене юсаса çĕнетес ĕçе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи мĕн пур çыннăн хастар хутшăнмаллах. Чăнах та çÿлтисем хушнипе уяв тĕлне тасатрĕç, чечексем акрĕç-лартрĕç, тайăлнă карта юписене те тÿрлетрĕç, хăш-пĕр çĕрте сăрлама та мехел çитерчĕç. Халĕ вара чылай çĕрте ун пирки мансах каяççĕ çитес çулччен… Вĕсен паттăрлăхĕ вара вилĕмсĕр, вăл кашни ăрăвăн асĕнче пулмаллах.

Шутласан çÿлерех асăннă ĕçсене туса ирттерме пысăк нухрат кирлĕ мар, чун-чĕрепе хамăрăн халăхăмăр паттăрлăхĕпе хастарлăхне, пысăк хăюлăхĕпе çирĕп чун хавалне тата вĕсем пирĕн пуласлăхшăн  пурнăçĕсене те шеллеменнине çеç шута илмелле. Çакна вара такам каласса кĕтмелле мар, хамăрăнах ăнланса илесчĕ.

А. Козлов,«Авангард» хаçатăн тĕп редакторе



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 мая 2018
15:09
Поделиться