Уй-хир хыпарĕсем
Майăн 14-мĕшĕ тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7376 гектар е палăртнинчен 52,5 процент акнă.
Пĕр çул ỹсекен курăксене 250 гектар, сухан вăрлăхĕ - 210, пахча çимĕç - 17, сахăр кăшманĕ - 200, çĕр улми 212 гектар никĕсе хывнă.
Кĕрхи çĕртмене 7755 гектар, нумай çул ỹсекен курăксене - 1821, кĕрхи культурăсене 607 гектар сỹреленĕ.
Нумай çул ỹсекен курăксене 613 гектар, кĕрхи культурăсене 1212 гектар апатлантарнă. Кĕрхи çĕртмене 9010 гектар культивациленĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)