Уй-хир хыпарĕсем
Районта çур аки куллен вăй илсе пырать. Ĕнерхи куна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3890 гектар, урпа- 1922 гектар, çурхи тулă - 1266, сĕлĕ - 557, пăрçа 145 гектар - акнă. Çакă палăртнă лаптăкăн 28 проценчĕпе танлашать.
Пĕр çул ỹсекен курăксем - 178 гектар, сухан вăрлăхĕ - 205, пахча çимĕç - 15, сахăр кăшманĕ - 100, çĕр улми 96 гектар никĕсе хывнă.
Кĕрхи çĕртмене 4225 гектар, нумай çул ỹсекен курăксене - 1701, кĕрхи культурăсене 402 гектар сỹреленĕ.
Нумай çул ỹсекен курăксене 613 гектар, кĕрхи культурăсене 1097 гектар апатлантарнă.
Кĕрхи çĕртмене 4168 гектар культиваци тунă.
"Авангард" (газета Батыревского района)