Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паттăрсене юратнă халăх кăлармĕ хăйĕн асĕнчен

Майăн 9-мĕшĕнче кашни çын чĕринче нихçан манăçа тухман Аслă Çĕнтерỹ кунне район центрĕнче - Патăрьелĕнче - чыслăн та чаплăн паллă турĕç. Ирпе-ирех ял çийĕн синкерлĕ вăрçă кунĕсене аса илтерекен юрăсем пĕрин хыççăн тепри тыткăнларĕç, уяв сĕмне тата ытларах пуянлатрĕç. Тăхăр сехет иртсен район центрĕнчи организаци-предприяти, учреждени, ытти харпăрлăх формипе ĕçлекен коллективсем, тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра тăнă ветерансем, çемьесем, уйрăм хастарсем тата ыттисем те "Нива" кафе умне пĕрин хыççăн тепри пуçтарăнчĕç. Ун хыççăн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн "Вилĕмсĕр полк" колонни, Георги хăйăвĕн символики, патшалăх ялавĕсене йăтнă "салтаксем", çамрăк армеецсем, параппанçăсем хыççăн коллективсем çамрăк патриотсен "чĕрĕ коридорĕпе" район центрĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Мухтав монуменчĕ еннелле утрĕç. 10 сехетре Аслă Çĕнтерỹ 73 çул çитнине халалланă митинг пуçланчĕ. Ăна Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков уçрĕ, пурне те чаплă та савăнăçлă уяв ячĕпе саламларĕ. Митинга пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов пысăк пĕлтерĕшлĕ те сумлă, хисеплĕ уявпа саламласа ветерансем, тыл хастарĕсемпе салтак арăмĕсем, салтак ачисем, район ĕçченĕсемпе çамрăксем патне ăшă та кăмăллă салам сăмахĕсене çитерчĕ, вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн çĕршыва ура çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене тав турĕ. - Çĕнтерỹ кунĕ - пирĕн пĕрлехи уяв, мăнаçлăх, паттăрлăх символĕ. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă хисеплĕ ветерансем, тыл хастарĕсем умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр пуçăмăра таятпăр, вĕсен ячĕсене асра тытатпăр...- терĕ Рудольф Васильевич митинга пуçтарăннă ватти-вĕттине Çĕнтерỹ кунĕпе саламланă май.

Малалла пухăннисене Чăваш Республикинчи вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин хушма професси пĕлĕвĕ паракан "Чăваш Республикинчи вĕрентỹ институчĕ" бюджет учрежденийĕн ректорĕ Ю. Исаев, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Туçари çветуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн представителĕ, 39-мĕш прихут- ри имам хатыб Ильяз Сафьянов, I рангри запасри капитан И. Сапожников, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Е. Филиппова савăнăçлă уявпа саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Çĕнтерỹ кунĕ паянхи çамрăк ăрушăн хăйне евĕр патриотла туйăма вăратакан уяв та. Митингра çулсеренех салтак-ветерансемпе çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисен парачĕ иртет. Хальхинче те ăна пăхса киленме питĕ кăмăллă пулчĕ. Çамрăк армеецсемпе пĕрлех афганецсен, чикĕ хуралçисен, тинĕс-çар флотĕн- че, сывлăш-çар чаçĕнче тата ытти çĕрте службăра тăнă ветерансен колоннисем те парадра утса тухрĕç.

Митинг Д. Ванин юрăçпа пĕрле пухăннисем "День Победы" юрра юрланипе вĕçленчĕ. Юлашкинчен кашни ĕç коллективĕ палăк умĕнчи ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умĕнче пуç тайрĕ, чечек кăшăлĕсем хучĕ.

Каçхине район центрĕнче уяв программи малалла тăсăлчĕ. Район çыннисем "Çĕнтерỹ салючĕ!" ятпа йĕркеленĕ концерта пăхрĕç, илемлĕ салют курса киленчĕç.

Чыс та мухтав сана, çĕнтерỹçĕ-салтак Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен 8377 çын тухса кайнă. Шел, вĕсенчен 6034-шĕ тăван киле таврăнайман. Паянхи кун районта пирĕн çутă малашлăхшăн нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнă 24 вăрçă ветеранĕ пурăнать. Вĕсенчен те чылайăшĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшанă. Çапах та Патăрьелĕнчи митинга Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 5 участникĕ хутшăнчĕ: Виталий Васильевич Седойкин (Патăрьел), Николай Миронович Краснов (Чăваш Ишек), Феоктист Александрович Васильев (Шăхач), Нурулла Велеуллович Резяпов тата Энвербек Зарифуллович Купкенов (Шăнкăртам).

Чыс та мухтав сире, çĕнтерỹçĕ-салтаксем!

Хаклав

Юрий ВЛАСОВ, Первомайски ялĕ:

- Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уява эпир Юля хĕрĕмпе кăмăлтан хутшăнтăмăр. Пирĕнпе пĕрле "Вилĕмсĕр полк" колоннинче утаканĕ _ асатте пулчĕ. Вăл 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче фронта кайнă, ноябрь уйăхĕнчех хыпарсăр çухални çинчен çыру килнĕ.

Нина МАЗЯКОВА, Сăкăт ялĕ:

- "Вилĕмсĕр полкри" колоннăра эпĕ аттен пиччĕшĕпе - Петр Николаевич Вазюковпа юнашар утрăм. Вăл 18 çул тултарсанах нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçма тухса кайнă. Вăрçăн юлашки кунĕчченех фронтра пулнă. Çĕнтерỹ кунĕ хыççăн яла таврăнса çемье çавăрнă, Одессăра пурăнса ĕмĕрне ирттернĕ. Милици подполковникĕ çак хуларах ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă.

А. ЕГОРОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 мая 2018
09:10
Поделиться