Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Инкек пуриншĕн те пулать пĕрре, унтан сыхланмалла пĕрле

Çулсеренех çут çанталăк чĕрĕлсе ешĕл тумтир тăхăннă вăхăтра районти пушар хуралĕн службине шăнкăравсем çине-çинех килеççĕ. Кăçал та çаплах темелле. Вĕсем тип курăксемпе çỹп-çап çунтарнă тĕслĕхсемпе çыхăннă. РФ Правительствин 2012 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчи "Пушара хирĕçле режим çинчен" ("О противопожарном режиме") постановленийĕпе тип курăка, хăрăк-турата та ял хуçалăх продукчĕсем туса илекен çĕр çинче çунтарма юрамасть. Аса илтеретпĕр: çак сăлтавпа айăпа кĕнĕ граждансене надзор органĕн сотрудникĕсем 5 пин, должноçри çынсене 50 пин, юридика пĕлтерĕшлисене вара 1 миллион (!) тенкĕ штраф пама пултараççĕ. Хальхи вăхăтра ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пушара хирĕç режим малалла тăсăлать.

Нумай пулмасть Шăхач ялĕнче çĕрле Атитановсен хуçалăхĕнче пушар тухнă. Инкекĕн сăлтавĕ - электрооборудованипе усă курнă чухне асăрханманни. Сăмах май каласан, ку таранччен районта вут-кăварпа çыхăннă 13 инкеке шута илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2018
09:42
Поделиться