Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Производствăра инкек ан пултăр

Иртнĕ эрнере, ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунĕ пулчĕ. Çавна май РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ 2017 тата 2018 çулсенче РФ УКăн 143, 216, 109 тата 118 статйисемпе килĕшỹллĕн производствăра ăнсăртран е асăрханмасăр пулнă инкексем пирки уголовлă ĕçсене мĕнле тĕпченине пĕтĕмлетнĕ. Производствăра техника хăрушсăрлăхне пăхăнманран, пĕлтĕр ку тĕлĕшпе 23, кăçал 5 уголовлă ĕç пуçарнă.

Производствăра ăнсăртран пулнă инкексем пирки иртнĕ çулсенче Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Муркаш, Çĕмĕрле, Çĕрпỹ, Йĕпреç тата ытти районсенче уголовлă ĕçсем пуçарнă. Кăçал вара Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче тата Сĕнтĕрвăрринче çак сăлтавпа инкек пулнă уголовлă ĕçе следовательсем тĕпченĕ. Патăрьел районĕнче кун пек пăтăрмах пулман.

Т. ПРЫГУНОВА, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователь пулăшуçи



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 мая 2018
09:58
Поделиться