Малтисен ретĕнче
Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри «Улăп» сывлăхпа спорт центрĕнче республикăри медицина организацийĕсем хушшинче волейбол енĕпе финал вăййисем иртнĕ. Хĕрÿ тупăшусенче районти тĕп больницăри арçынсен командине çитекенни пулман: пĕрремĕш вырăна тухнă, медальсене тивĕçнĕ.
(Хамăр корр.).
"Авангард" (газета Батыревского района)