Уява хапăл тăватпăр!
Майăн 1-мĕшĕ -Çуркуннепе Ĕç уявĕ. Çак куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те анлă паллă тума палăртнă. Тĕп мероприятисем Патăрьелĕнчи кану паркĕнче (зона массового отдыха населения) иртĕç. Уяв 10 сехетре "Мир! Ĕç! Май!" ятпа общество организацийĕсен представителĕсен, организаци-предприятире вăй хуракансен, çамрăксен колоннисем Ленин проспектĕнчен (райадминистраци умĕнчен) пуçласа кану паркĕ патне çити утса тухнипе пуçланĕ. Çавăн пекех пухăннисем концерт пăхса киленĕç, тĕрлĕ ăмăртупа конкурса, аттракционсене хутшăнма пултарĕç.
Йĕркелỹ комитечĕ
"Авангард" (газета Батыревского района)