Пушар хăрушлăхĕнчен пурин те асăрханмах тивет
Чăваш Ен Правительстви ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен республикăра пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ пуçланни пирки постановлени кăларчĕ. Хальлĕхе вăрмансенче, катасенче çак ыйту çивĕч тăмасть пулин те, Шăмăршă лесничествин директорĕ А. Цы- ганов район çыннисене кун пирки тепĕр хут аса илтерет. Ăшă та типĕ çанталăкра граждансен вут-кăвар сăлтавĕпе инкек сиксе тухасран мĕн пур йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Ăна парăнтарма мар, унтан асăрханма çăмăлрах. Çак сăлтавпа айăпа кĕрекенсемшĕн шыраса илекен санкци те иртнĕ çултанпа пысăкланнă: граждансен 5 пин, должноçри çынсен 50 пин, юридика пĕлтерĕшлисен вара 1 миллион тенкĕ штраф тỹлемелле пулать.
"Авангард" (газета Батыревского района)