Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йăлана кĕнĕ чупу

Иртнĕ шăматкун, Еншик ялĕ çывăхĕнче нумай хутчен çăмăл атлетика енĕпе Совет Союзĕн чемпионки пулнă, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, Тикешре çуралса ỹснĕ Фаина Краснова ячĕпе йăлана кĕнĕ чупу иртрĕ.

Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Алимов, "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов тата ыттисем те саламларĕç.

2005 çулта çуралнă хĕрачасен хушшинче Вика Иванова (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул), арçын ачасен хушшинче Дмитрий Лепешкин (Первомайскинчи вăтам шкул), 2003-2004 çулхисем хушшинче Полина Хураськинăпа Федор Муськин (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул) мала тухрĕç.

2000 м чупакансенчен Кристина Петухова (Первомайскинчи вăтам шкул), Сергей Макаров (Аслă Чементи вăтам шкул) палăрчĕç.

Ветерансен хушшинче Терентий Давыдов (Хурама Твар), 50-59 çулхисен хушшинче Владислав Бородкин (Нăрваш Шăхаль) мала тухрĕç. 35-49 çулхисенчен Алексей Смирнов (Нăрваш Шăхаль), Маргарита Николаева (Нăрваш Шăхаль), Полина Лаврентьева (Нăрваш Шăхаль), Елена Краснова (Еншик) чи маттуррисем пулчĕç.

Çĕнтерỹçĕсем грамотăсемпе парнесене тивĕçрĕç.

Н. МАЗЯКОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 апреля 2018
16:00
Поделиться