Акци вăй илет
Çак кунсенче Аслă Çĕнтерĕве халалласа старт илнĕ Пĕтĕм Раççейри "Георги хăйăвĕ" акци Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те сарăлсах пырать. Волонтерсемпе шкул ачисем вăрçă ветеранĕсем, тыл хастарĕсем, салтак арăмĕсем тата ытти çынсем патне çитсе Çĕнтерỹ мăнаçлăхне, вăрçăра çапăçнă салтаксен паттăрлăхне кăтартакан символа валеçеççĕ, ырă пурнăçшăн ветерансене пуç таяççĕ. Хирти Пикшикри вăтам шкулти волонтерсем те çак тĕллевпе М. Валиуллов тата Н. Шамсутдинов вăрçă ветеранĕсем патне çитсе хăюсене çакса янă, Çĕнтерỹ уявне йыхравланă.
"Авангард" (газета Батыревского района)