Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Власть тата халăх - пысăк вăй

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунне ирттернĕ май, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалланă пысăк уяв пулчĕ. Савăнăçлă мероприятие ял тăрăх пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, депутатсем, ялсенчи старостăсем, обществăлла организацисен представителĕсем, муниципаллă служба ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Уява тĕп хуламăртан çитнĕ хисеплĕ хăнасен ушкăнĕ хутшăнчĕ: ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева, Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн шалти политика управленийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Игорь Николаев, республикăри муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев. Пуçтарăннисене чăн малтанах район пуçлăхĕ Михаил Петров хăй тытăмлăх органĕнче ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, малашне те влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва çирĕп тытса тăма, пĕр вăй пулса бюджета пуянлатса пыма ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов праçникпе ăшă сăмахсем каланă май муниципалитет вăйĕпе пурнăçа кĕртмелли хăш-пĕр инвестици проекчĕ пирки те аса илчĕ. Вĕсем кăçал та пĕлтĕрхи пекех сахал мар. 2018 çулта вăя кĕртмелли 12 проектран саккăрăшĕ ял хуçалăхĕпе çыхăннăскерсем. Рудольф Васильевич кăçал тума палăртнă çулсем, Патăрьелпе Шăнкăртамра ялсене хăтлăх кĕртессипе çыхăннă муниципаллă программăсем, культура, вĕрентỹ отраслĕсенче, çурт-йĕр строительствипе вырăнсенче плотинасем тăвассипе кĕскен паллаштарчĕ. Ку тĕлĕшпе чăнласах та Патăрьелсем республикăра хастаррисенчен пĕри темелле. Çак шухăшсенех уява хутшăннă хăнасем те çирĕплетрĕç. "Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра чи пĕрлĕхлĕ, пĕр шухăшлă, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлекен район. Çавăнпа кунта пурте кал-кал пырать. Тавах сире пуриншĕн те...",-çапла хак пачĕ районти Информаци ушкăнĕн ертỹçи - ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В. Михайлов.

Вырăнти хăй тытăмлăх уявĕнче уйрăм наградăна, парнене тивĕçлисем те сахал пулмарĕç. Чи хастар та пултаруллă ял пуçлăхĕсене, нумай çул тăрăшакан специалистсене, халăхшăн тăрăшакан общество хастарĕсене республика тата район шайĕнчи Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене парса чыс турĕç.

Уяв сĕмне кĕртекенсем, залра ларакан çынсене хавхалантаракансем - районти юрăпа ташă ансамблĕ, культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Ăраскал" ансамбль, "Çăлкуç" фольклор ушкăнĕ, волонтерсем тата ыттисем те - пулчĕç.

А. ЕГОРОВА

Хаклав

А. САЛМИНА, Туçа ял старости:

"Вырăнти хăй тытăмлăх уявĕ питĕ кăмăллă иртрĕ. Кашни çулах хутшăнма тивет мана çак мероприятие. Кăçалхи Туçасемшĕн пушшех те асра юлчĕ. Чăн малтанах пирĕн ял тăрăхĕ чи лайăххисен ушкăнне лекни питĕ кăмăллă. Ку, паллах, унăн ертỹçин - К. Углевăн пысăк тивлечĕ тесе шутлатăп. Администраципе общество хастарĕсем тачă çыхăнса ĕçлени халăхпа пĕр чĕлхе тупма май парать".

В. БАХМИСОВ, ĕç ветеранĕ, Аслă Чемен ял тăрăх депутачĕ:

"Депутатсем вырăнти муниципалитетпа халăха, çỹлерехри власть органĕпе çыхăнтарса тăракансем. Çак тытăмра эпĕ хĕрĕх çула яхăн ĕçлерĕм".



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 апреля 2018
13:27
Поделиться