Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăмăл ырă, савăк пултăр,марафон пухмачĕ пуянлантăр!

Юхмапа Пăла тăрăхĕ çулсеренех республикăра йĕркелекен "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонне хастар хутшăнаканччĕ. Районти организаци-предприяти, тĕрлĕрен харпăрлăх формиллĕ ĕç коллективĕсем, уйрăм хастарсем, усламçăсем тата ыттисем те йывăр шăпаллă, сусăр ачасен пурнăçне çăмăллатма укçа-тенкĕ сахал мар пуçтарса паратчĕç. Кăçал, Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче, хамăрăн пуçарулăха, чун-чĕререн тухакан ăшăлăха çĕршывăн пулас ăрăвĕшĕн - ачасемшĕн - парас хастарлăха тата та ытларах ỹстерни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та ырă ĕçшĕн кашнийĕ кар тăрар! 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 апреля 2018
15:43
Поделиться