Акци майăн 9-мĕшĕччен тăсăлĕ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтеру тунăранпа 73 çул çывхарнă май районта "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи часовой" акци старт илчĕ.
Ачасем Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнче хисеплĕ хурал тăраççĕ, вĕрентỹ учрежденийĕсенче çарпа патриотла воспитани парас тĕлĕшпе мероприятисем йĕркелеççĕ.
Çĕнтерỹ ялавĕн копине тата Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен "Юнармия" çарпа патриотла обществăлла юхăмăн вырăнти уйрăмĕн ялавне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, çамрăксемпе ĕçлекен центр директорĕ А. Адикина, "Юнармия" обществăлла юхăмăн районти уйрăмĕн начальникĕ В. Антипов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов сумлă лару-тăрура пачĕç. Малалла вăл черетпе ытти вĕренỹ учрежденийĕсене çитет. Çак чыса 10 шкул тивĕçнĕ. Вĕсенче шăпах "Юнармия" ушкăнĕсем пур. Акци майăн 9-мĕшĕччен тăсăлать.
(Хамăр корр.)