Акара авăнсан вырмара савăнан
Пĕрчĕллĕ культурăсене никĕсе хывма пуçличчен шутлă кунсем çеç тăрса юлчĕç. Часах хирсем трактор шавĕпе тулĕç... Анчах яваплă тапхăра районти пур ял хуçалăх предприятийĕпе фермер хуçалăхĕ те кĕске тапхăрта ирттерсе яма хатĕр-и? Техникăна юсаса çитернĕ-и? Вăрлăх пахалăхĕ тивĕçтерет-и? Шăпах çак ыйтусене хускатрĕç "Звезда" ял хуçалăх предприятийĕнче иртнĕ канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тата унăн çумĕ - ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, тĕп агрономсемпе инженерсем.
Кашни хуçалăхрах мĕн те пулин вĕренмелли пур, çавăнпа та вырăна тухса йĕркеленĕ мероприятисем питĕ усăллă. "Звезда" ЯХПК паркĕпе паллашнă май канашлăва килнисем акана хутшăнакан техникăпа кăсăкланчĕç, хуçалăхăн ĕç-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. В. Торговцев ертỹçĕ çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ янтăланине, паян-ыран минераллă удобрени турттарса килмеллине, тракторсемпе кăкарса çỹремелли агрегатсене юсанине, механизаторсем çителĕклине, вăрлăхсене çуллен çĕнетнине, тинтерех районти "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнчен 10 тонна туяннине пĕлтерчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен хуçалăхра яваплă тапхăра хатĕр.
Районĕпе кăçал 34011 гектарта çурхи ĕçсене ирттермелле. Планпа килĕшỹллĕн ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14083 гектарта, çĕр улми - 1496, пахча çимĕç - 175, сухан-çевок - 410, рапс - 300, сахăр кăшманĕ- 410, хĕвел çаврăнăш 650 гектар никĕсе хывмалла. Хирсене хуратса хăварассишĕн çеç мар, тупăш илессишĕн тăрăшса вăй хума тивет. Районпа республикăри ял хуçалăх министерстви тунă килĕшĕве пурнăçлас тесен тыр пул тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 29 центнертан, çĕр улмин - 250-ран, пахча çимĕçĕн 200 центнертан кая пулмалла мар.
Акнă-лартнă культурăран тухăç илес тесен вăрлăх пахалăхне те пăхмалла. Мĕн акатăн - çав шăтать, тесе ахальтен каламан ĕлĕкхи ваттисем. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ 4012 тонна пур, ку вăл кирлинчен 117 процент, унтан кондицилли 99 процент. Тĕрĕсленисенчен 12,7 проценчĕ пысăк репродукциллĕ, 1-4 репродукцилли - 83,3 процент, сортлă маррисем - 4 процент. Пỹлмесем тулччăр тата умма лартнă тĕллевсем пурнăçланччăр тесен пысăк репродукцилли 22,2 процентран кая кирлĕ мар. Пахалăхлисене туянма кая юлман-ха, 6 хуçалăх 384,3 тонна илсе килнĕ. Ыттисен те васкамалла, районти "Малалла", "Красное знамя" тата "Труд" хуçалăхсенче сутлăх та пур.
Çĕр улми вăрлăхне ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 4307 тонна хĕл каçарнă. Вăл палăртнă лаптăка лартса хăварма çитет.
Ял хуçалăхĕнче кашни япала пĕр-пĕринпе çыхăннă. Вăрлăх - тухăç никĕсĕ тетпĕр-ха, анчах тăпран пулăхлăхне минераллă удобренисемпе, тислĕкпе пуянлатмасан тата ỹсен-тăрана хỹтĕлекен хатĕрсемпе усă курмасан шухăшланисене пурнăçлама йывăртараххи каламасăрах паллă. Хальхи вăхăта минераллă удобрени 1932 тонна турттарса килнĕ, ку вăл кирлинчен 54 процент çеç. Чылай хуçалăх укçа çуккипе туянайманнине пĕлтерет, çав вăхăтрах хăйсем навус тăкассине те йĕркелемеççĕ. Сидерат культурисемпе ытларах ĕçлесен те аван. Районти агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем те кун пирки яланах аса илтереççĕ.
Шел пулин те, хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, çав шутрах уйрăм çынсем те "хурçă утсене" хатĕррисен ретне лартмалли пирки "маннă". Районти Патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕ И. Васильев пĕлтернĕ тăрăх, Сăкăт тата Ыхра Çырми ял тăрăхĕсенче пĕр частник та палăртнă кун тĕлне тракторĕсене тĕрĕслеве илсе тухман. Хирте тивĕçлĕ документсемсĕрех çỹреме пулать текенсем хытах йăнăшаççĕ, май уйăхĕнче "Частник" операци пуçланать. Тĕрĕссипе, техника мĕнле шайра пулни комисси членĕсене мар, хамăрах кирлĕ. Пурнăçшăн хăрушлăх кăларакан, çут çанталăка варалакан техника рулĕ умне ларма та иккĕленỹллĕ. Пĕр пĕчĕк кăлтăк та инкек патне илсе пыма пултарать. Сыхланакана Турă та сыхлать тенине шута илмеллех.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче акана тухиччен механизаторсен тата ытти ĕçлекенсен сывлăхне сиплев учрежденийĕсенче тĕрĕслеттерсен те аван пулмалла. Çавăн пекех техника хăрушсăрлăхĕ пирки тепĕр хут аса илтерсен те пăсăклă мар.
Канашлăва ял хуçалăхĕнче чылай çул ĕçленисем те хутшăнчĕç, вĕсем те халăх чунне хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç. Районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ М. Хафизов хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пусă çаврăнăшне пăхăнманни, çавăн пекех арендăна илнĕ çĕр пайĕсемшĕн тỹлеменни пирки каларĕ. Уйрăм çынсем хăйсен тракторĕсемпе сухаласа е культиваци туса панăшăн хаклă илнине, пенсионерсенчен чылайăшĕ юлашки укçине кăларса панине пăшăрханса пĕлтерчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов мероприятие хутшăннă май аслă çултисем каланине шута илме, акана ăнăçлă, кĕске тапхăрта ирттерме сунчĕ, палăртнă тĕллевсене пурнăçласса, пĕрле килĕштерсе ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ. Çакăн хыççăн пурте пĕрле Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркĕве кĕрсе Улатăр-Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕнчен Николай Марков протоиерейрен çурхи ĕçсене пуçăнма пил илчĕç.
О. ПАВЛОВА