Уявран - наградăсемпе
К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа иртнĕ савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.
Пухăннисене уяв ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Александр Куликов саламланă, ĕçре палăрнисемпе конкурссен çĕнтерÿçисене чысланă.
Палăртма кăмăллă, Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăхне аталантарас тĕлĕшпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Раççей Федерацийĕн муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн чи сумлă наградине – «Пĕтĕм Раççейри муниципалитет пĕрлешĕвĕсем (Конгресс)» ассоциацийĕн Хисеп паллине тивĕçнĕ. Çавăн пекех Ыхра Çырми ял тăрăх пуçлăхне Фениль Алиуллова, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхне Григорий Каллина Чăваш Республикин Хисеп грамотипе; район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне – финанс пайĕн начальникне Светлана Черновăна, район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев пайĕн начальникне Алина Ильинана, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Раськина, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхне Марат Хакимова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе; Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхне Константин Углева, тулли мар яваплă «Исток» çĕр ç фирми» пĕрлешӳ директорне Александр Илюткина, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх администрацийĕн специалистне Вера Исаковăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе чысланă. Туçа ял тăрăхĕ Чăваш Республикин муниципатитет пĕрлешĕвĕсен канашĕ йĕркеленĕ «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет пĕрлешĕвĕ» конкурсра «Чи лайăх ял тăрăхĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Пĕлтĕр конкурсра Ыхра çырми ял тăрăхĕ палăрнăччĕ.
Ĕнер, апрелĕн 19-мĕшĕнче,çак сферăра тăрăшакансене Патăрьелĕнчи канупа культура центрĕнче чысларĕç. Район шайĕнче уяв мĕнлерех иртни пирки хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăпăр.
А. Иванов