Сунар пăшалĕпе асăрхануллă пулмалла
Апрелĕн 21-30-мĕшĕсенче республикăри вĕçен кайăксене тытма юракан çуркуннехи сунар тапхăрĕ уçăлать.
Ухутана тухакан çыннăн ятарлă сунар билечĕ тата кайăк тытма ирĕк паракан ытти документсем (сунар пăшалне упрама тата унпа çỹреме ирĕк илни, путевка, чĕрчунсен лицензиллĕ тĕсĕсене пеме - ятарлă лицензи е килĕшỹ) пĕрле пулмалла. Ку документсене унăн сунар асăрхавĕн ĕçченĕсен, сунар хуçалăхĕсемпе заказниксен егерĕсен, обществăлла инспекторсен, полици, вăрман тата пулă хуралĕн сотрудникĕсен, ирĕклĕ дружинăсен ыйтăвĕпе тỹрех кăтартмалла.
Раççей çыннисем лицензи тивĕçтерессипе тимлекен подразделенисем панă ирĕкпе кăна пăшала куçарма, турттарма, илсе çỹреме пултараççĕ. Вĕсене йĕнĕре, кобурара е ятарлă футлярта тытмалла.
Пăшалпа патронсене упрас, пĕрле илсе çỹрес йĕркене пăснăшăн административлă явап кĕтет. Çакăншăн 500 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штраф хума е 6 уйăхран пуçласа пĕр çулччен пăшал туянма, упрама тата илсе çỹреме чарма пултараççĕ.
Хăть мĕнле транспорт хатĕрĕпе турттарсан та пăшал яланах футлярта вырттăр. Çынсен çывăхне, пурăнакан вырăна, машина патне пынă чух ăна обязательнăй майпа зарядсăрлатмалла. Пăшалпа патронсене турттарса куçарас правилăсене пăснăшăн вара 1000-1500 тенкĕ штраф тỹлеттерме пăхнă.
Сунар умĕн е ун вăхăтĕнче спиртлă шĕвексемпе аташни уйрăмах хăрушă. Ку тĕлĕшпе яаплăха РФ КоАПĕн 20.8-мĕш статйин 4.1 пункчĕ палăртать. Сăмахран, пăшалпа çỹрекен гражданин полици сотрудникĕ эрех ĕçнине пĕлме медицина тĕрĕслевĕ ирттерме ыйтнине хирĕçлесен 1-2 çуллăха пăшал туянма-упрама, унпа усă курма паракан правасăр юлать. Пăшалпа патронĕсене те конфискацилеме пултараççĕ.
Сунар правилисене пăснăшăн яваплăха уйрăмах çирĕплетекен улшăнусене РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодекса 2013 çулта кĕртнĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн сунар билетне 1-2 пăрахăçа кăлармаллине те пăхса хăварнă. Çакă вара сунар пăшалне упрама тата илсе çỹреме ирĕк панине туртса илмелли сăлтав шутланать.
Çавăн пекех асăрхаттаратпăр: травматика, газ пăшалĕсене те яланах кобурара чиксе çỹремелле.
А. АНТИПОВ, Росгвардин Чăваш Енри пайĕн лицензипе ирĕк паракан