Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕпĕртемелĕх пур

Хусанти педколледж студенчĕ эпĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах качча тухса çемьеллĕ пултăм. Кăçал йыш хутшăнчĕ. Унчченрех патшалăх нумай ачаллă çемьесене çеç пулăшу кỹретчĕ. Халиччен пĕрремĕш ача çуратакансене пособи парасси çукчĕ.Çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ. Январĕн 1-мĕшĕнчен сахал тупăш илекен çемьесем уйăхсерен 8910 тенкĕ илме пуçларĕç. Çак савăнăç пире те тивĕçрĕ. Патшалăх çамрăк çемьесем патне тимлĕх уйăратех. Хĕпĕртемелĕх, тав тумалăх пур.

З. САФИНА. Хирти Пикшик ялĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 апреля 2018
09:19
Поделиться