Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Явапсăрлăх инкек сăлтавĕ ан пултăр

Шыв-шур типсе пынă май урамра унта та кунта çỹп-çап, ăпăр-тапăр, типнĕ çулçăна çунтарнине асăрхама пулать. Субботниксем ирттерни лайăх, анчах ун пек чухне те пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Районти пушар надзорĕн инспекторĕ А. Симуков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, кăвайта карта е çурт çывăхĕнчен 50 метртан çеç чĕртме юрать. Ăна çынсăр пăрахса хăвармалла мар. Юнашарах кайран вут кĕлне сапса сỹнтерме шыв пулмалла. Йĕркене сĕмсĕррĕн пăсакан граждансене сакккунпа килĕшỹллĕн 2 - 3 пин, должноçри çынсене 6 - 15, юридика пĕлтерĕшлисене вара 100 - 500 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 апреля 2018
11:10
Поделиться