Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ялсенче – шыв

Кризис лару-тăрăвън управленийĕн центрне ака уйăхĕн 11-мĕĕънче Патăрьел районĕнчи ялсене шыв илни çинчен пĕлтернĕ.

Çурхи ейỹ лаптăкне Патăрьел, Тутар Тимешĕ, Анат Туçа, Кивĕ Ахпỹрт ялĕсем лекнĕ. Шыв пухăннин сăлтавне юр хăвăрт ирĕлнипе çыхăнтараççĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тъп управленийĕн оперативлă ушкăнĕ вырăна çитсен пилĕк çурта, çуртсен таврашĕнчи 75 территорие тата автоçулăн пър лаптăкне шыв илнине çирĕплетнĕ. Çурхи ейỹ кỹнĕ чăрмавсене сирме 60 çынна тата 20 техникăна явăçтарнă.

Улатăр районĕнче те ей ыйтăвне кун йĕркинче тытса тăраççĕ.

Сăрта пăр хускалнă, анчах чукун çул тата автоçул кĕперĕсен таврашĕнче тăрать-ха, вырăн-вырăнпа шыв çыранран тухнă. Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Сăр шывĕн шайĕ 560 сантиметрпа танлашнă, талăкра 1 сантиметр хăпарнă. Хăрушă шай - 730 сантиметр.

Улатăр юхан шывĕнче те пăр тапраннă.

 



"Хыпар"
13 апреля 2018
09:41
Поделиться