Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Предпринимательсем спортра та харсăр

Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртрĕ. Унта район центрĕнчи предприятипе учрежденисен 11 команди хутшăнчĕ. Вĕсем икĕ ушкăна пайланса вылярĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спорт залĕнче кунта ĕçлекенсен, предпринимательсен, РФ ШЕМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн, вĕрентỹ управленийĕн, ял тăрăх администраци- йĕн, "Паттăр" ФСК спортзалĕн- че Патăрьел ял тăрăхĕн, Пенси фончĕн районти управленийĕн, агропромышленность техникумĕн, тĕп больницăн, Патăрь-елĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн, пушар чаçĕн командисен хаста- рĕсем вăйăсене хутшăнчĕç.

Финалти тупăшăва агропромышленность техникумĕн, "Паттăр" ФСК, пĕрремĕш вăтам шкул ĕçченĕсем, предпринимательсем тухрĕç. Пĕрремĕш вырăна вара предпринимательсен ушкăнĕ çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшне агропромышленность техникумĕн ĕçченĕсем тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăнта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди пулчĕ.

Хĕрарăмсенчен ФСКри Э. Полякова, арçынсенчен техникумри С. Маков - "Чи лайăх вылякан", Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ю. Васюткин _ "Вăййа чи лайăх çыхăнтаракан", С. Викторов предприниматель- "Чи лайăх тапăнса вылякан", ФСКри А. Смирнов "Чи лайăх хутĕлевçĕ" ятсене тивĕçрĕç.

Турнира хутшăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Ялуков, вырăнти депутатсен пухăвĕн депутачĕсем И. Хитровпа Д. Сегов, хушма пĕлỹ паракан "Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ-_ физкультурăпа спорт комплексĕ "Паттăр" муниципалитетăн директорĕ А. Краснов саламларĕç. Çĕнтерỹçĕсем грамотăсене, кубоксене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 апреля 2018
09:52
Поделиться