Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсемпе, пай ертỹçисемпе çурхи шывсене вăхăтра уçса ярассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухас тĕллевпе ятарлă лару ирттернĕ. Тăрук ăшăтнипе çак кун Пăлара, гидротехника сооруженийĕсенче, пĕвесенче шыв шайĕ хăпарнă. «Пирĕн тĕп тĕллев - çурхи шывсене вăхăтра уçас енĕпе мероприятисем йĕркелесси. Авари те, çын вилнĕ тĕслĕх те ан пултăр», - палăртнă Светлана Чернова. Хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăнсенче ятарлă службăсем талăкĕпех хурал тăрĕçĕ Ейỹ сарăлнă вăхăтра районти 6 яла – Патăрьеле, Кĕçĕн Арапуçа, Тутар Тимешне, Тăрăна, Анат Туçана, Вăтаеле - шыв илес хăрушлăх пур. Çав шутра - 65 кил. Палăртса хăвармалла, асăннă вырăнсенче наркăмăшлă япаласем, хими удобренийĕсемпе химикат­сен склачĕсем çук. 



"Хыпар"
13 апреля 2018
09:49
Поделиться