Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт халăха пĕрлештерет

Иртнĕ эрнекун "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче патшалăх влаçĕпе хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен ХVII спартакиадипе килĕшỹллĕн ăмăртусем йĕркелени пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.

Спорта кăмăллакансене Патăрьел район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан С. Чернова, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Осипов, хушма пĕлỹ паракан "Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - физкультурăпа спорт комплексĕ "Паттăр" муниципалитетăн автономи учрежденийĕн директорĕ А. Краснов саламларĕç.

Зонăри тупăшусенче теннисла, шашкăлла, шахматла, баскетболла вылярĕç. Пирĕн район хастарĕсем кашни енпех призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. Теннисла выляса виççĕмĕшне, баскетболпа, шахматпа иккĕмĕшне, шашкăпа пĕрремĕшне тухрĕç.

Йĕрке тăрăх пĕрремĕш, иккĕмĕш вырăнсене йышăннă командăсен финалти ăмăртусене хутшăнмалла пулать.

А. АСТРАХАНЦЕВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 апреля 2018
08:51
Поделиться