Пĕр кунта икĕ кинемее юбилейпе саламланă
Районта хисеплĕ ĕç ветеранĕсене юбилейпе саламласси ырă йăлара. Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шăнкăртамра умлă-хыçлах икĕ кинемее районти социаллă хỹтлĕх центрĕн ертỹçи Н. Никитина тата ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов паллă çуралнă кун ячĕсемпе саламланă.
Гельмизиан Алимовна Фасхутдинова 100 çул, Гельзиря Халитовна Камалтдинова вара 90 çул тултарнă. Вĕсем иккĕшĕ те вăхăтĕнче ĕçпе пиçĕхнĕ хĕрарăмсем, тыл хастарĕсем. Гельмизиан аппа мăшăрĕпе пилĕк, Гельзиря аппа вара сакăр ача çуратса ỹстернĕ. Паян çемьесенче тăваттăмĕш сыпăкри ăру савăнтарать. Пĕр кинемейĕн 44, теприн вара 49 мăнук! Ватă çынсем вĕсене пурне те ятран каласа та пĕтереймĕç... Çапах та çак çемьесенче туслăх, тăнăçлăх, юрату тĕп вырăнта тăрать.