Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем уйрăмах маттур

Чăваш Енри 100 яхăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пуçарулăха кура общество инфратытăмне вырăнти пуçарусене тĕпе хурса аталантарассипе çыхăннă программăна хутшăннă. Спорт тата ача-пăча площадкисем тунă, çул-йĕре,социаллă объектсене çĕнетнĕ.

Иртнĕ çул Чăваш Енри хуласемпе ялсенче çÿлерех асăннă программăпа килĕшÿллĕн вун-вун проекта пурнăçа кĕртнĕ. Ку енĕпе Патăрьел, Комсомольски тата Шупашкар районĕсем пуçарулăх кăтартнă. Пĕлтĕр общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен 94,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Çав шутран 37,5 миллион тенкине — хула округĕнчи, 56,7 миллион тенкине ял тата хула тăрăхĕсенчи проектсене аталантарма усă курнă. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсенче пурăнакан çынсем валли 103 проекта пурнăçа кĕртнĕ: массăллă кану вырăнĕсене хăтланă, ача-пăча вылямалли площадкăсем тунă, садиксемпе шкулсене юсанă тата ытти ĕçе пурнăçланă.

Патăрьел районĕ республика конкурсне иккĕмĕш çул хутшăнать. Конкурс кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи кăрлачăн 24-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 7 ял тăрăхне 1925,7 пин тенкĕлĕх грантсем уйăрнă. Çав нухрата вĕсем Тутар Сăкăтĕнчи масар вырăнне хăтлама /240 пин тенкĕ/, Шăхач ял тăрăхĕнчи ялсенчи урамсенчи электричество çутипе çĕнĕлле тивĕçтерме /155 пин тенкĕ/, Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи ялсенчи урамсене çутăпа тивĕçтерме /105,7 пин тенкĕ/, Шăнкăртам салинчи урамсене электричество çутипе çĕнĕлле тивĕçтерме /300 пин тенкĕ/, Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕнчи нумай функциллĕ хоккей площадкинче монтаж ĕçĕсене пурнăçлама /867 пин тенкĕ/, Пăлапуç Пашьелти пушар деповне юсаса çĕнетме /138 пин тенкĕ/ тата Ульяновка поселокĕнчи масар вырăнне хăтлама /120 пин тенкĕ/ ярĕç.

Роза ВЛАСОВА 



"Хыпар"
06 апреля 2018
16:32
Поделиться