Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă туни ырăпах таврăнать

Республикăра çулленех "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ иртет. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи организаци-предприятинче вăй хуракансем те кашнинчех пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ. Кăçал та марафон старт илсенех йывăр лару-тăрура çитĕнекен ачасене, сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене валли пухакан счет çине укçа хывма пуçларĕç. Апрелĕн тăваттăмĕшĕ тĕлне районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта, Патăрьелĕнчи "Тĕп", Ишлĕри "Хĕрлĕ палан", Шăнкăртамри "Ромашка", Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта, районти тĕп больницăра, "Авангард" хаçат редакцийĕнче, "Батыревский" пĕрлешỹре, Патăрьелĕнчи обществăлла апатлану предприятийĕнче, 26-мĕш пушар чаçĕнче вăй хуракансем, Э. Валеева, О. Уфукова пулăшу панă.

Ыр кăмăллăх марафонĕ старт илнĕренпе район пухмачне 38 пин тенкĕ ытларах укçа пуçтарăннă. Çынна ырă туни çĕре ỹкмест, çакна манас марччĕ. Сăваплă ĕçе кашнийĕ хутшăнаять. Пĕлтĕр "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафонта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурĕ 286 пин тенкĕ ытла пухăннă.

(Хамăр корр.)



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 апреля 2018
11:14
Поделиться