Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ансамбле- диплом

Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче республикăри хор коллективĕсен регион шайĕнчи смотр-конкурсĕ иртрĕ. Ăна Раççейри хор обществи Раççей Федерацийĕн культура министерствипе пĕрле йĕркеленĕ.

Конкурса Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республика культурисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Шакин (аккомпаниаторĕ - Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П. Никитин, балетмейстерĕ - А. Михайлова) ертсе пыракан районти юрăпа ташă халăх ансамблĕ те хутшăнчĕ. Куракансемпе тỹресем вĕсен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç.

Пурĕ 22 хор коллективĕ хутшăнчĕ. Патăрьелсем вара виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕç.

(Хамăр корр.)



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 апреля 2018
11:09
Поделиться