Шыв-шур ыйтăвĕпе
Иртнĕ эрнере район администрацийĕн залĕнче çурхи шыв-шур тата чрезвычайлă лару-тăрупа пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ.
Кун йĕркине лартнă тĕп ыйтупа - 2018 çулхи çурхи ейỹ тапхăрне ăнăçлă ирттерсе ямалли мероприятисем çинчен - район администрацийĕн ятарлă программăсен пай начальникĕ Г. Каллин тухса калаçнă. Çак тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн ятарлă хушăвĕпе килĕшỹллĕн комисси ĕçлет. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Р. Ямалетдинов председатель пулса ертсе пырать.
Пирĕн тăрăхри ултă ял - Патăрьел, Кĕçĕн Арапуç, Тутар Тимеш, Тăрăн, Анат Туçа тата Вăтаел - шыв-шур вăхăтĕнче хăрушлăх зонине лекеççĕ. Вĕсем пурте Пăлапа юнашар вырнаçнă.
Хальхи вăхăтра вырăнсенче гидротехника сооруженийĕсене, шыв каякан пăрăхсене тĕрĕслес ĕç пырать. Районĕпе ун пек 55 сооружени. Ятарлă комисси Туçа, Патăрьел ял тăрăхĕсенче пулса шыв пухăнакан вырăнсене тата шыв çулĕсене тĕрĕсленĕ.
Ларура районти пушар надзорĕн уйрăмĕн начальникĕ А. Тукмаков ял тăрăх пуçлăхĕсем, организаци-предприяти, учреждени ертỹçисем умĕнче пушартан сыхланас тĕллевпе пурнăçламалли мероприятисем пирки калаçнă, тĕллевсене çивĕчлетнĕ.
А. НИКОЛАЕВА