Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Лайăххисен шутĕнче

Раççей Федерацийĕнчи Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ Чăваш Енри районсенчи тата хуласенчи çак сферăри ĕçченсен 2017 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Лайăххисен шутне Патăрьел районĕнчи пенси фончĕн управленине те кĕртнĕ. Çакнашкал конкурс 2005 çултанпа пырать. Ăна ĕç пахалăхĕпе эффективлăхне ỹстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Сăмах май каласан, пенси фончĕн районти уйрăмĕ çак чыса 2011, 2014_2017 çулсенче умлă-хыçлах тивĕçрĕ. Коллектива 2001 çултанпа Г. Синеева ертсе пырать.

(Хамăр корр.)



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 апреля 2018
15:16
Поделиться