Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Касас марччĕ вăрман илемне

Эпир усă куракан çут çанталăк пурлăхĕ вĕçсĕр-хĕрсĕр те, ĕмĕрлĕх те мар. Вăл шут-ра халăх пуянлăхĕ шутланакан вăрман та. Халăхра "вăрман тăрри тикĕс" теççĕ пулин те хаклă пуянлăхăмăрăн ĕмĕрне тăсас, унпа перекетлĕ те пĕлсе усă курас, ăна çитес ăру валли те чыслăн сыхласа хăварас тесе тăрăшмалла. Саккуна пăсса çут çанталăка сиен, сăтăр тăвакансемшĕн вара йĕрке çирĕп. Çак сăлтавпа право хуралĕн сотрудникĕн аллине çакланнă преступника штраф тỹлеттернисĕр пуçне ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ. Урăхла каласан, вăрманта сарăлса ỹснĕ йывăç йĕп мар, ăна вăрттăн хĕве чиксе çеç каяймăн. Ун пек чухне уйĕ те "куçлă", вăрманĕ те "хăлхаллă"... Пакунлисем вăрман сăтăрçин йĕрĕ çине туххăмрах ỹкеççĕ. Çакнашкал тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра та çук мар. Акă мĕн пĕлтерчĕ пире кун пирки ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин тытăмĕнчи "Вăрман хуралĕ" хысна учрежденийĕн Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн лесничийĕ Георгий Фомин:

-Кăнтăр районĕсенче (Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски) вырнаçнă 74 пин гектар вăрмана пăхса, сăтăрçăсенчен сыхласа тăратпăр эпир. Пĕчĕкех мар лаптăка сăнаса тăма, вырăнти халăхпа ĕçлеме ултă участок пур. Анчах та тепĕр чухне хăйсемшĕн уйрăм саккун кăларакан пуçтахсем те тупăнаççĕ. Нумай пулмасть çеç пирĕн участковăй лесниксем Сăкăтпа Тутар Сăкăт хушшинчи вăрмантан саркаланса ỹсекен йывăçа касса кайнине асăрханă. Ĕçе çийĕнчех РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмне пĕлтертĕмĕр. Дознавательсен ушкăнĕ йĕр çине çийĕнчех ỹкрĕ, преступника тупса палăртрĕ. Никамран ыйтмасăр, нимĕнле килĕшỹсĕр-мĕнсĕр 0,63 кубла метр йывăçа касса вăрмантан автомашинăпа саккунсăр илсе тухнă гражданин пирки РФ УКăн 260 статйин 1 пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, 10582 тенкĕ штраф тỹлеттернĕ.

Кун пек тĕслĕх Турханкасси участокĕнче те пулнăччĕ. Аслă Чемен арçыннин те суд сакки çине ларма тиврĕ. Суд йышăнăвĕпе ăна та 12 пин тенкĕ штраф тỹлеттернĕ тата ĕçлесе юсанмалла тунă. Урăхла каласан, кирек мĕнле вăрттăн хура ĕç те пĕрре хака кайса ларать, тепре ĕмĕрлĕх ырă мар ят юлать. Çавăнпа та хамăрăн пуянлăхăмăра вут-кăвартан (унпа çыхăннă преступленисен штрафĕсем те пысăк) çеç мар, пĕлсе-тăрса тăвакан сăтăрçăсенчен те çирĕп сыхлас пулать.

А. ЕГОРОВА çырса илнĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 апреля 2018
15:28
Поделиться