Иккĕмĕш вырăн йышăннă
Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче спорт отраслĕн 2017 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Унта смотр-конкурс çĕнтерÿçисене те чысланă. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен (500 ытла ача çÿрекеннисем) хушшинче Патăрьел районĕн хушма пĕлÿ паракан «Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ – физкультурăпа спорт комплексĕ «Паттăр» муниципалитетăн автономи учрежденийĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă.
"Авангард" (газета Батыревского района)