Патăрьел районĕ
Çак кунсенче Хусанта каччăсен хушшинче «Корэш» кĕрешÿ енĕпе 2000-2005 çулсенче çуралнисен хушшинче ăмăрту иртнĕ. Виçĕ виçе категорийĕнче иртнĕ тупăшăва Раççейĕн 24 регионĕнчен 250 спортсмен хутшăннă. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кĕрешÿçĕсем те вăй виçнĕ. Хĕрÿ ăмăртура хăйсен ÿсĕм категорийĕсенче Алмаз Ишмуратов, Ислам Хуснетдинов /Шăнкăртам шкулĕнче вĕренекенсем/, Рафат Мухутдинов /Тутар Сăкăт шкулĕ/ призерсем пулса тăнă. Вĕсем пурте виççĕмĕш вырăн йышăннă. Спортсменсене ăмăртусене хутшăнма «Паттăр» ФСК тренерĕ Эльфис Мтиев хатĕрлет.
"Хыпар"