Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Парăмсемшĕн приставсем алăка ан шаккаччăр

Суд тенкелĕ çĕнĕ пулсан та питĕ хытă. Çавăнпа та хамăрăн кĕске ĕмĕре кирлĕ пек, йĕркеллĕ те тирпейлĕ ирттерес тесен, чăн малтанах йăнăшма, йĕркене пăсма тăрăшмалла мар. Енчен те пĕлсе е пĕлмесĕр çавăн пек пулса тухсан, ăна çийĕнчех тỹрлетмелле, суд приставĕн сотрудникĕсем алăка пырса шаккасса кĕтмелле мар. Шел пулин те паян суд, уполномоченнăй органĕсен акчĕсене тата ыттисене те вăхăтра пурнăçламан, тĕрлĕрен парăмсенчен тарса çỹрекен граждансем сахал мар. Хыçа юлнă 2017 çулта районти суд приставĕн "али" витĕр тухнисем пирки паян пĕтĕмлетсе мĕн калама пулать-ши? Патшалăх умĕнче парăма кĕнисем пирĕн районта нумайăн-и? Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтупа кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ А. Егорова Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен аслă суд приставĕпе Г. Афкипе тĕл пулса калаçнă.

- Галина Васильевна, хальхи вăхăтра суд приставĕсем патшалăх умĕнче пысăк та яваплă ĕç пурнăçлаççĕ. Икĕ района пĕрлештерсе тăракан сирĕн уйрăм республика шайĕн- че мĕнлерех ĕçлесе пырать? Иртсе кайнă çулталăка епле хак паратăр? - Ытти çулсенчи пекех суд приставĕн ĕç тухăçлăхĕн "индикаторĕ" прогнозлă тата планпа çирĕплетнĕ кăтартусене пурнăçласси. Ку тĕлĕшпе эпир тĕп кăтартусене пурне те ăнăçлă тултарнă. 2017 çулта суд приставĕ пуçарнă ĕç производствисем 8,7 процент сахалланнă. Отчетлă тапхăрта пирĕн пата кĕнĕ 12660 производствăна вĕçленĕ, пурнăçа кĕртнĕ. Маларахри çулта танлаштарсан 409 производство ытларах.

- Явапсăр граждансенчен патшалăх хыснине тивĕçлĕ суммăна кĕртес тĕллевпе эсир тĕрлĕрен меслетпе ĕçлетĕр. Ирхи тата каçхи рейдсемсĕр пуçне "хура списока" çакланнисем патне килĕрен те çỹретĕр, хăвăра кỹрентернине, кирлĕ пулсан усал сăмахпа вăрçнине те чăтатăр, ăнлантару ĕçĕсем ирттеретĕр тата ытти те. Пур енлĕн ĕçленин усси пурах курăнать.

- Паллах, пур. Отчетлă тапхăрта пирĕн суд приставĕн уйрăмĕ патшалăх хыснине "исполнительский сбор" текен йĕркепе çеç 2015 пин тенкĕ кĕртнĕ. Ку вăл çирĕплетнĕ планран та ытларах, 125 процент.

- Парăма кĕрсен парасси хĕн, теççĕ. Ку чухне уйрăм çынсен коммуналлă хуçалăх предприятийĕ умĕнчи парăмĕсем те сахал мар. Тĕрлĕрен административлă штрафсемшĕн, налуксемшĕн вăхăтра татăлман граждансем те пайтах. Пурнăçламалли производствăсен пĕр пайĕ шăпах вĕсемпе çыхăннă. Ку тĕлĕшпе хăш-пĕр цифрăсене танлаштараймастăр-ши?

- Суд приставĕн уйрăмĕнче квартплатăпа тата коммуналлă çăмăллăхсемпе пысăк парăма кĕрсе кайнă сăлтавпа 246 ĕç (1820 пин тенкĕлĕх) пулнă. Вĕсенчен 223-шĕнпе (1702,9 пин тенкĕлĕх) отчетлă тапхăрта ĕç пуçарнă, 205-шне вĕçлесе пĕтернĕ.

Районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем тĕрлĕрен сăлтавпа çырнă протоколсем тăрăх административлă штрафсене шыраса илессипе те тухăçлă ĕçлетпĕр. Пĕлтĕр пирĕн патра çак тĕллевпе 10300 производство (7521,0 пин тенкĕлĕх) пулнă.

- Паян халăхăн ытлă-çитлĕ пурнăçĕ, çĕнĕ çулсемпе ача сачĕсем, шкулсем хута каясси, хушма ĕç вырăнĕсем уçăласси бюджет пуянлăхĕнчен килет. Вăл вара тỹрреммĕнех кашни гражданинăн чысĕпе, совеçĕпе çыхăннă темелле. Галина Васильевна, калăр-ха тархасшăн, саккунпа килĕшỹллĕн, иртнĕ çул налукпа çыхăннă тỹлевсемшĕн пурлăхĕсене арестленĕ тĕслĕхсем пулнă-и? Ку тĕлĕшпе тата "кандидатсем" нумай-и?

- Чи пăшăрхантаракан ыйтăва хускатрăр эсир. 2017 çулта налукпа çыхăннă тỹлевсемшĕн 12 гражданинăн пурлăхне, 6968,0 пин тенкĕлĕх арестленĕ. Вĕсем шăпах вăхăта тăсса пыракансем, патшалăх умĕнчи парăмран пăрăнса çỹрекенсем. Эсир калакан "кандидатсем" паян та сахал мар. Енчен те вĕсем паян-ыран налукĕсене тỹлесе татмасан, çакнашкал лару-тăру кĕтме пултарать. Патăрьел районĕпе çеç 18 предприниматель транспорт, пурлăх налукне тỹлессипе 15 - 45 пин таран парăма кĕрсе кайнă! Саккун пуриншĕн те пĕрре, вĕсен пурин те çывăх вăхăтра явап тытма тивĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 марта 2018
10:30
Поделиться