Ишме те, чупма та пултарчĕ
Çĕнĕ Шупашкарта акватлон енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Унта пирĕн район чысне ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне çỹрекенсем хỹтĕлерĕç. Спортăн çак енне кăмăллакансен 300 метра шывра ишсе, 1500 метра чупса ăмăртмалла пулчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти П. Хураськина пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. А. Альгизов пиллĕкмĕшне тухрĕ. Çитĕнекен ăрăва кунти ăмăртусене ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн тренерĕ В. Карягин хатĕрленĕ.
А. ИВАНОВА
"Авангард" (газета Батыревского района)