Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юр катрамĕпе тумла пăрĕнчен асăрханăр!

Çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăранни ерипен- ерипен сисĕнсе пырать пулин те, урамра çуркунне ирĕккĕнех хуçаланма тытăнаймасть-ха. Ирĕн-каçăн çав-çавах сивĕ тăрать. Кăнтăрлахи хĕвел питтинче çеç çурт хĕррисенчен кап! та кап! сас парса юр шывĕ сăрхăнать. Юр шывĕ тенĕрен, хальхи вăхăтра уйрăмах район центрĕнчи тĕрлĕрен кантурсен, организаци-предприятисен, магазинсен çурчĕсем тăрринче хĕл каçа хулăмланса ларнă юр сийĕ катрамăн-катрамăн шуса анса ỹкнине сăнама пулать. Çавăнпа та çуран çỹрекенсен вĕсен умĕнчен иртсе кайнă чухне асăрханмалла, çуртпа юнашарах утма тăрăшмалла мар. Патшалăх çуртĕнче пурăнакансен те ку тĕлĕшпе сыхă пулмалла, ача-пăчана, çав вăхăтрах ыттисене те хăрушлăхран сирес тĕллевпе çурт-йĕре пăхса тăракан организацисен чăн малтан хăйсенчен мĕн килнине йăлтах пурнăçламалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 марта 2018
10:03
Поделиться