Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

 Телейлĕ çемьешĕн ача çурални — чи пысăк савăнăçсенчен пĕри.Ксыл-Камышра пурăнакан Маратпа Гельфиния Бургановсен çемйине шăпах çак кунсенче «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем Бургановсене ывăл çуралнă ятпа ăшшăн саламланă, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельство панă. Пĕчĕк Камалетдин 2018 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралнă 50-мĕш ача шутланать. Килте вара Камалетдина Инсафия тата Исламия йĕкĕреш-хĕр пĕрчисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.



"Хыпар"
14 марта 2018
15:46
Поделиться