Сывлăх кунĕ сыватать
"Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын пурнăçра чăннипех те маттур, çавăнпах вăл нумай çул пурăнать те, кашнинех çакна асра тытса спортпа туслă пулăр",- терĕ 87 çулхи Еншикре пурăнакан Н. Урмаков районти
Сывлăх кунне хутшăннă май. Çак кун Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта 500 ытла çын йĕлтĕр сырса мала тухассишĕн тупăшрĕ. Сывлăх кунне пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов тата спорт ветеранĕсем саламларĕç, çитĕнỹсем сунчĕç.
Спорт ветеранĕсем хушшинче Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Афанасьев 1-мĕш вырăна, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Н. Григорьев иккĕмĕш, Аслă Чеменри Н.Волков виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Хĕрарăмсен хушшинчи ăмăртура Нăрваш Шăхалĕнчи М.Николаева çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ. Патăрьелĕнчи Л. Ефимова 2-мĕш, Туçари Г. Мулюкова 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ача сачĕсенчи шăпăрлансенсен 1-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи "Юмах", 2-мĕш - Сăкăтри "Çăлкуç", 3-мĕш вырăна Первомайскинчи "Шуçăм" садсем тухрĕç.
1-4 классенче вĕренекенсенчен 1-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи 2-мĕш, 2-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи 1-мĕш, 3-мĕш вырăна Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулсем йышăнчĕç.
Ача садĕнче ĕçлекенсем хушшинче 1-мĕш вырăна Татмăшри шкул-сад, 2-мĕш - Первомайскинчи "Шуçăм", 3-мĕш вырăна Сăкăтри "Çăлкуç" ача сачĕсем йышăнчĕç.
4-9 классенче вĕренекенсен ушкăнĕнче 1-мĕш вырăна Первомайскинчи, 2-мĕш - Аслă Чемен, 3-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи вăтам шкулсем тухрĕç.
Район администрацийĕн пайĕсенчен йĕркеленĕ командăсем хушшинче 1-мĕш вырăна строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕ, 2-мĕшне - вĕрентỹ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕ, 3-мĕшне социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекенсем йышăнчĕç.
Предприятипе организацисен хушшинчи ăмăртура РФ ШЕМĕн районсен хушшинчи "Батыревский" уйрăмне çитекенни пулмарĕ. 2-мĕш вырăна районти тĕп больница, 3-мĕшне райпо организацийĕ йышăнчĕç.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем тата пуçламăш шкул-садсенче ĕçлекенсем хушшинчи ăмăртура 1-мĕш вырăна Кивĕ Ахпỹртсем, 2-мĕшне Еншиксем, 3-мĕшне Çĕнĕ Ахпỹртсем йышăнчĕç.
Ял тăрăхĕсен командисенчен 1-мĕш вырăна Аслă Чемен, 2-мĕшне Çĕнĕ Ахпỹрт команди тухрĕ. Вăтам шкулта ĕçлекенсем хушшинче Туçасем çĕнтерчĕç. 2-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул, 3-мĕшне Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулсем тухрĕç. Пĕрлештернĕ ял тăрăх командисенчен 1-мĕш вырăна Пикшиксем, 2-мĕшне Нăрваш Шăхальсем, 3-мĕшне Первомайскисем тухрĕç.
Вăтам шкулсенче ĕçлекенсем хушшинче 1-мĕш вырăна Нăрваш Шăхаль, 2-мĕшне Туçари тата Патăрьелĕнчи 1-мĕш, 3-мĕш вырăна Патăрье- лĕнчи 2-мĕш вăтам шкулсем йышăнчĕç.
Вăтам шкулта вĕренекенсем хушшинче Аслă Чемен çамрăкĕсем маттуртарах пулчĕç. Первомайскисемпе Нăрваш Шăхальсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Н. МАЗЯКОВА