Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрарăмсем уявра хăйсен пултарулăхне кăтартнă

ПĔТĔМ тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулпа (директорĕ А. Антонова) хĕрарăмсен канашĕ (председателĕ М. Мадюкова) йĕркеленĕ уяв-мероприятие пĕр арçынна та явăçтарман. Çапла вара сывлăха çирĕплетекен ăмăртусенче - сĕтел çи теннисла, волейболла, шашка-шахматла выляссипе, юлашкинчен сцена çинчи конкурссенче те чиперккесем çеç хутшăннă, хăйсен пултарулăхне пур енлĕ кăтартнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 марта 2018
16:08
Поделиться