Ăш сăмах калама манар мар
Н. НИКИТИНА, республикăри "Чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ:
"Çуркуннен пĕрремĕш уявĕ, мартăн 8-мĕшĕ - пирĕн юратнă аннесемпе, асаннесемпе, аппасемпе, çыхăннă. Уяв ячĕпе ырă ят-хисепе, ăшă сăмаха тивĕçлĕ ача амăшĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те сахал мар. Акă, паянхи куна 90 çул тултарнă 227 ватă пурăнать. Вĕсенчен 193-шĕ е 85 проценчĕ шăпах çемье, кил-çурт илемне кỹрекен хĕрарăмсем. Пурнăçри хура-шурне пăхмасăрах 100 çула çитнĕ аппасем районта виççĕн пурăнаççĕ: Пăлакассинчи П. Суркова, Тутар Сăкăтĕнчи Р. Ази- зова тата Ишекри Д. Калинникова.
Хĕрарăм - çемьешĕн асамлă вăй. Вăл пуртан çут тĕнче те илемлĕ, пурнăç та кал-кал пырать. Хальхи вăхăтра районта 703 çемьере 3 тата ытларах, 43-шĕнче вара 5 тата ытларах ача çитĕнет. Çак пархатарлă ĕçре те чăн малтан вĕсене чун панă çынсен тỹпи пысăк пулнине палăртмалла.
Паян 11 çынран тăракан районти хĕрарăмсен канашĕн тĕп тĕллевĕ - ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен обществăлла организацийĕсемпе пĕрле çемье пĕрлĕхне çирĕплетесси, унăн пĕлтерĕшне ỹстересси, нумай ачаллă çемьесемпе тачă çыхăнса ĕçлесси. Пирĕн тăрăхра ырă тĕслĕхлĕ мăшăрсем те сахал мар. Юлашки 8-9 çулта хĕрĕхе яхăн кăтартуллă çемье Раççей, республика шайĕнче патшалăх наградисене илме тивĕçни те çакнах çирĕп- летсе парать. Уяв умĕн вĕсен умĕнче пуç таятпăр, пурне те ырлăх-сывлăх сунатпăр".
Т. ЧЫЛЫКОВА, район администрацийĕн вĕрентỹ, физкультурăпа спорт управленийĕн опекăпа попечительство сектор заведующийĕ:
"Укçа-тенкĕ çитсен çĕр çинче пурне те туянма пулать. Анчах юрăри евĕр, "укçи пулсан-пулмасан та аннене сутакан та çук". Шел пулин те тĕрлĕ сăлтавпа тăван ашшĕ- амăшĕн ăшшине курайман е туйман ачасем те пур. Мухтав Турра, паян вĕсене улăштаракан хастарсем, пысăк туйăмлă çынсем юнашарах. Вĕсем ют ачасемшĕн чи-чи çывăх çынсем, çемье ăшшине пайлакансем пулса тăраççĕ. Хальхи вăхăтра районта тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă çул çитмен 116 ача пурăнать. Вĕсем пурте шанчăклă алăра, тивĕçлĕ воспитани илеççĕ. Патăрьелĕнчи Тарасовсем, Мишинсем, Ишекри Уткинсем, Нăрваш Шăхалĕнчи Капитоновсем тата ыттисем пирки те ырă сăмахпа çеç аса илсе хăварас килет. Иртнĕ çул вара Патăрьелĕнчи Надеждăпа Александр Алякинсем тепĕр тăватă пĕр тăвана (малтан 3 ача усрава илнĕ) хăйсен хỹтлĕхне илчĕç. Чыс та мухтав, паллах, çакăн пек ĕçчен те матур амăшĕсене, пултаруллă ашшĕсене!"