Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

«Малалла» эртелте «Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсем» ятпа канашлу иртнĕ.Унта районти хуçалăх ертỹçисем,зооветспециалистсем,Чăваш Республикин ветлабораторийĕн, Патшалăх ветеринари службин ĕçченĕсем хутшăннă. Канашлăва райадминистраци пуçлăхĕн çуĕ – экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кузнецов ертсе пынă. Вăл 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хуçалăхсенче пĕлтĕр 9050,2 тонна аш-какай туса илнъ,ял хуçалăх предприятийĕсенче 8,7 пин тонна ĕт сунă. ЧР Патшалăх ветеринари службин ветеринари надзорĕн пайĕн инспекторĕ Светлана Савельева выльăх-чърлъхе, унран илекен продукцие урăх вырăна куçарнă чухне ирттерекен тĕрĕслевпе надзор ĕçсем çинчен каласа кăтартнă.



"Хыпар"
02 марта 2018
16:59
Поделиться