Лару иртнĕ
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пынипе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Халăх канашĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне çак канашăн членĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăннă.
Светлана Чернова вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕсене йĕркелесе пырассинче халăх тĕрĕслевĕн витĕмĕ пысăк пулнине палăртнă. Район администрацийĕн право йĕркипе тата кадрсемпе тимлекен сектор заведующийĕ Наталия Каргина асăннă канашăн пĕтĕмĕшле прависемпе паллаштарнă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Халăх канашĕн председателĕ пулма Анатолий Дмитриевич Самакина суйланă.
А. ИВАНОВ
"Авангард" (газета Батыревского района)