Чи хаклă тупра - сывлăх
Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Тĕп доклада район больницин тĕп врачĕ Г. Петрова турĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл больница, 12 врач амбулаторийĕн, 31 фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Модульлĕ ФАПсем тумалли программăпа килĕшỹллĕн 2013 çултанпа пирĕн районта саккăрĕшне хута янă. Вăл шутра Кивĕ Ахпỹртрипе Именкассинчине _ пĕлтĕр çеç. Еншикпе Татмăшра вара çак ĕçе кăçал тума палăртаççĕ.
Сиплев учрежденийĕсенче 89 врач ĕçлет. 4-шĕ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех 307 вăтам медицина ĕçченĕ вăй хурать. Вĕсенчен 90-шĕ - аслă категориллĕ.
"Ял тухтăрĕ" республика программипе килĕшỹллĕн пĕлтĕр района 8 врач килнĕ. Вĕсен йышĕ 46 çитнĕ.
Иртнĕ çул япăх ĕçленĕ тесе калама çук. Социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсемпе чирлесси, ача тата амăшĕ вилесси ỹсмен. Çынсен пурăнас çулĕ вăрăмланни савăнтарать. Арçынсем вăтамран 65, хĕрарăмсем 80 çула капашаççĕ. Вăхăтра диспансеризаци тухни те чирсене маларах палăртса сиплеве пуçлама май парать. Профилактика ĕçне пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен те каларĕ Г. Петрова.
- Пирĕн тĕп пуянлăх - çынсем. Эсир шăпах вĕсен сывлăхне упрассишĕн ырми-канми вăй хуратăр,- терĕ сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен тăрăшулăхне палăртса район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова. Малалла район администраци енчен сывлăх сыхлавне уйăракан пулăшусем çинче чарăнса тăчĕ.
Республикăри сывлăх сыхлав министерствин пай начальникĕ В. Дубов хăйĕн сăмахĕнче малашнехи ĕç тĕллевĕсене палăртрĕ.
А. ИВАНОВА