Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уйрăм хастарсем библиотека фондне пуянлатнă

Алманчă ял тăрăхĕнче Юратакансен кунĕпе пĕр килекен çамрăк уява - Кĕнеке парнелемелли тĕнчери куна (ăна 2012 çултанпа нарăсăн 14-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) - нихăш çул та сарăмсăр ирттерсе ямаççĕ. Кăçал та çаплах пулнă. Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче ырă ĕçшĕн хапăлласах алă тăсса паракансем тупăнни пушшех кăмăллă. Ял вулавăшне "чун апатне" парнелекенсенчен пĕри - çыхăну уйрăмĕн почтальонки А. Петрова вулакан. Алина Васильевна çемье архивĕнче упранакан 28 кĕнекене библиотека фондне пуянлатма панă. Вĕсем хушшинче шкулта вĕренекен ачасем валли те, аслисем каçăхса кайса вуламалли кăсăклă литература та пур. Кĕçĕн класс ачисене вĕрентекен И. Фомина вара уяв кунĕ ячĕпе вулавăша чăваш писателĕсен кĕнекисене парнеленĕ. Вăл та паха! Хальхи вăхăтра вулакансем тăван чĕлхепе çырнă илемлĕ литературăпа та кăсăкланаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2018
13:44
Поделиться