Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Саккуна пăхăнмаллах

Мартăн 18-мĕшĕнче Раççей Президентне суйламалли кун. Хальхи вăхăтра суйлав умĕнхи агитаци тапхăрĕ пырать. Çавăнпа та çĕршыв Ертỹçин постне йышăнас тĕлĕшпе списока кĕнĕ кандидатсемшĕн агитаци паракан ятарлă çынсен, уйрăм граждансен саккуна питĕ çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Унсăрăн вĕсене РФ КоАПăн статйисемпе килĕшỹллĕн айăплама тивет. Сăмахран, агитаци тапхăрне пăхăнмасăр тата саккунпа палăртман вырăнта çынсене агитациленĕшĕн уйрăм граждансене 1000 - 1500, должноçрисене 20000 - 100000 тенкĕ таран (статья 5.10) штраф кĕтет. Суйлав тата референдум ирттермелли çинчен калакан саккунпа килĕшỹллĕн агитаци материалĕсене йĕркене пăхăнмасăр хатĕрленĕшĕн, вĕсене халăх хушшинче сарнăшăн та КоАПăн 5.12 статйипе граждансене 1000 - 1500, должноçри çынсене 2000 - 3000, юридика пĕлтерĕшлисене вара 50 - 100 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ. Урăхла каласан, суйлавпа çыхăннă агитаци тапхăрĕнче те çирĕп йĕрке, культура кирлĕ. Пирĕн районта та агитматериалсене вырнаçтармалли ятарлă вырăнсем пур. Вĕсемпе çеç усă курмалла. Пухусем ирттерес тĕлĕшпе çыхăннă йĕркесене те агитаци тапхăрĕнче çирĕп пăхăнмалла.

В. КИРГИЗОВ, РФ ШĔМ муниципалитетсен хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕн, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2018
13:55
Поделиться